Кӑҫал республикӑра 40 шыв башнине юсама палӑртнӑ. Ку тӗллевпе хыснаран 100 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
ЧР Строительство министерстви конкурспа 40 яла палӑртнӑ. Вӗсенче шыв башнисене улӑштарӗҫ. Уйӑрнӑ субсидие 5 района пайласа парӗҫ: Элӗк, Куславкка, Красноармейски, Муркаш тата Ҫӗрпӳ районӗсене.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗнче тата Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнче шкул тума пуҫланӑ. Иккӗшне те 2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен туса пӗтермелле.
Чурачӑкри ҫӗнӗ шкулта 475 ача валли вырӑн пулмалла. Пӗлӳ ҫуртне тумашкӑн 339,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Янкӑлчри ҫӗнӗ шкула вара 165 ача ҫӳрӗ. Унсӑр пуҫне шкула кайман 40 ача валли вырӑн пулӗ. Ку пелӳ ҫуртне тума хыснаран 275,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Икӗ шкула та «Ял территорисен комплекслӑ аталанӑвӗ» программӑпа килӗшӳллӗн тӑвӗҫ. Вӗсен гарантийӗ 5 ҫул пулӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи 50 ҫулти арҫын йӗлтӗр ҫине тӑнӑ та вӑрмана хӑйӗн утарне кайнӑ. Ҫул ҫинче вӑл хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ: вӑйӗ пӗтнӗ, тӑнне ҫухатма пуҫланӑ. Юрать-ха, вӑл тӑванӗн ачи патне шӑнкӑравласа ӗлкӗрнӗ. Лешӗ вара васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Медиксен бригади, Ирина Морозова тата Леонид Петров, водительпе Николай Ивановпа вырӑна тухнӑ. Вӗсен машини, паллах, вӑрмана кӗреймен. Тухтӑрсем йӗлтӗр йӗрӗпе ҫуран утнӑ. Кӗҫех вӗсем патне трактор ҫитнӗ. Ӑна вырӑнти администраци пуҫлӑхӗ диспетчер ыйтнипе янӑ.
Тракторист тухтӑрсене пациентпа пӗрле васкавлӑ медпулӑшу машини патне илсе ҫитернӗ. Унта ӑна медпулӑшу панӑ. Сывлӑхӗ кӑшт йӗркеленсен пациента Шупашкарти кардиодиспансера илсе ҫитернӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Николай Ишентей (Николай Петрович Петров) 70 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри вӑтам шкулта информаци сехечӗ ирттернӗ. Кун пирки халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Валентина Малышева пӗлтернӗ.
Вӗренекенсем Николай Петровичӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашнӑ май сӑвӑҫ Чӑваш Енри Ҫӗрпӳ районӗнчи Тури Шурҫырма ялӗнче 1953 ҫулта ҫуралнине пӗлнӗ. Пулас поэт малтанласа Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче ӑс пухнӑ.
Вӑл шкулта та вӗрентнӗ; «Хыпар» хаҫатра, «Капкӑн» журналта ӗҫленӗ. «Николай Ишентей – нумай кӗнеке авторӗ, кӗҫӗннисен юратнӑ юмахҫи те», — каласа кӑтартнӑ Валентина Малышева ачасене поэт ҫинчен.
Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче Чӑрӑш Туҫа ялӗнче, ҫуралнӑ халӗ Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче пурӑнакан Татьяна Кирилловна Кириллова 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.
Кинемей сумлӑ юбилее ҫемйипе паллӑ тунӑ. Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Петров та ӑна саламлама килнӗ, РФ Президенчӗн открыткине тыттарнӑ.
Татьяна Кирилловнӑн – 2 хӗр. Халӗ вӑл 4 мӑнукӗпе, вӗсен 6 ачипе савӑнса пурӑнать.
Паян Ҫӗрпӳ районӗнче пысӑк инкек пулса иртнӗ. Унта водительпе пассажир кун-ҫулӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ.
Ҫул ҫинчи инкек ирхи 7 сехет те 30 минутра «А-151» автомобиль ҫулӗ ҫинче, Ҫӗрпӳел ялӗ тӗлӗнче, пулнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «ВАЗ-21099» машина хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Газель» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Инкекре ҫӑмӑл машина водителӗ — 1989 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм тата 1990 ҫулта ҫуралнӑ пассажир вилмеллех аманнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӗкӗрварта темиҫе кун шыв пулманни пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: унта башня ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Вӑл кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче йӗркеллӗ ӗҫлемен, тепӗр кунхине пачах шыв уҫлама пӑрахнӑ. Ҫынсем ҫырма урлӑ кӗрт ашса тепӗр урама шыв ӑсма ҫӳренӗ е юр ирӗлтернӗ. Яла машинӑпа та шыв кӳрсе килнӗ.
Башньӑна тӳрех юсама пуҫланӑ-ха. Анчах ҫав кунах шартлама сивӗ ҫанталӑк пуҫланнӑран ку ӗҫе каярах хӑварма тивнӗ.
Халӗ Йӗкӗрварта лару-тӑру мӗнлерех-ха? Тинех халӑх сывласа янӑ. Ӗнер, кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче, вӗсене шыв панӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче ҫӗнӗ прокурора ҫирӗплетнӗ. Вӑл – юстицин аслӑ канашҫи Евгений Петров.
Евгений Петров – Ҫӗнӗ Шупашкартан, 1977 ҫулта ҫуралнӑ. 2000 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетне пӗтернӗ, икӗ ҫултан Ҫӗнӗ Шупашкар прокурорӗн пулӑшуҫи пулнӑ.
2018 ҫулхи ҫулларанпа вӑл Элӗк районӗн прокуратурине ертсе пынӑ.
Шартлама сивве пула пӗр кун республикӑри 7 ял электроэнергисӗр юлнӑччӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӗкӗрварта пурӑнакансем вара кун пек ҫанталӑкра шывсӑр нушаланаҫҫӗ.
Ҫак ялти хӑш-пӗр урамри ҫынсем темиҫе кун шывсӑр лараҫҫӗ. Шыв башни юрӑхсӑра тухнӑ-мӗн. Ҫавӑнпа хӑшӗ-пӗрисем 30 градус сивӗре ҫырма урлӑ кӗрт ашса тепӗр урама шыв ӑсма ҫӳреҫҫӗ. Теприсем юр ирӗлтереҫҫӗ. Яла машинӑпа таса шыв кӳрсе килеҫҫӗ.
Ялта шыв ҫукки пирки Ҫӗрпӳ районӗн пуҫлӑхӗ пӗлет. Шыв башнине кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче юсама шантарнӑ.
Ҫӗрпӳ муниципалитет округӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Ку должноҫе Алексей Иванов йышӑннӑ.
"Провинциль" Телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл унччен Шупашкар районӗн Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Сӑмах май, унччен Ҫӗрпӳ район администрацине Сергей Беккер ертсе пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |